Эпир харҫа тухнӑ ҫул ҫӗнтерӳ ҫулӗ пултӑрах!..
Авалхи эккелсен кӗлӗ сӑмахӗ.
Монголсем пӗтӗм вӑйпе пухса тапӑртан тухнӑ, кунталла килеҫҫӗ тенине илтсессӗн, Ылттӑнпик хӑйӗн ҫарӗпе тӳрех вӗсене хирӗҫ каяс терӗ.
Пысак ҫар пухрӗ Ылттанпик — икҫӗр пине ахӑн эккел. Кун пек ҫара хирӗҫ нимӗнле монголсем те тӑраймассине вӑл питӗ лайӑх пӗлет.
Ылттӑнпик патша хапӑлхинче кӑна сакӑр таман. Вӗсене патша хӑй ертсе пырать. Ӑна пулӑшакан ҫарпуҫӗ — Пачман. Каркарҫарта вара тепӗр сакӑр таман. Вӗсенчен виҫӗ таманне Саврӑш-паттӑр аллине пачӗ патша. Тепӗр виҫӗ таман Атӑл леш енчен килнӗ. Вӗсене Сӑкӑт-паттӑр ертсе пырать. Тепӗр икӗ таман Чулман Атӑл хӗрринчен килнӗ. Вӗсене темиҫе ҫул каялла монголсемпе пӗрремӗш хут ҫапӑҫнӑ чухне паттӑррӑн ҫӗре кӗнӗ Арсланпик ывӑлӗ Упи-паттӑр ертсе пырать. Вӑл ҫамрӑк-ха, ҫирӗмрем тин ҫеҫ иртнӗ, анчах чӑн-чӑн ҫарпуҫӗ пулни таҫтанах курӑнать.
Ку тамансемсӗр пуҫне кунта тата ытти ҫарсем те пур. Акӑ, Кӗрнек хулин пикӗсем Пуянпа Тинекку питӗ вӑйлӑ тӗкӗрт илсе килнӗ. Сӑвар хулинчен те маттур эккелсем пур кунта. Пӑлхар, Керменчук, Нухрат, Шукӑль хулисен текӗрчӗсем те пур. Чӑнах та, никам ҫӗнейми ҫар...
Хӗвеллӗ те ӑшӑ кун. Тӑр кӑнтӑрла, пӗтӗм халӑх курма пултарнӑ чухне, пӑлхарсен ҫарӗ вӑрҫӑ хирне кайма тухрӗ. Чылайранпа килекен йӑла тӑрӑх, юнлӑ вӑрҫӑ хирне каякан текӗртсем чи малтан Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫмалла, вара тин хуларан тухса каймалла.
Пӑлхарсен юнлӑ вӑрҫа каякан ҫарне ӑсатма пӗтӗм Пӳлер халӑхӗ тухнӑ. Эккелсем пурте утпа, вӗсен ҫинче ҫар тумӗ ялтӑраса кӑна тӑрать. Пурте аллисене шур перчетке, ҫар перчетки тӑхӑннӑ.
Ӑсатакансем — эккелсен тӑван-хурӑнташӗ, ашшӗ-амӑшӗ, арӑмӗсем, савнийӗсем. Вӗсем йӗнер чӗнӗнчен тытса, эккелсен учӗпе юнашар пыраҫҫӗ. Акӑ ӗнтӗ пӑлхарсен ҫарӗ Кӗмӗл кӗпер патне ҫитрӗ. Йӑла тӑрӑх ӑсатакансен малалла кайма юрамасть. Ҫакӑнта, Кӗмӗл кӗпер патӗнче сывпуллашмалла вӗсен.
— Сывпул! Ҫӗнтерӳпе таврӑн?
— Телейлӗ ҫул сунатнӑр!
— Тӑшмана тӗп туса, ыррӑн-сыввӑн таврӑнӑр!
— Утӑрья! — кӑшкӑраҫҫӗ ӑсатакансем.
Утлӑ эккелсем Кӗмӗл кӗпер ҫине кӗреҫҫӗ. Ӑсатакансем вара кӗсйисенчен кӗмӗл ҫӗрӗ кӑлараҫҫӗ те хӑйсен ҫывӑх ҫыннине ун витӗр пӑхса юлаҫҫӗ. Кӗмӗл ҫӗрӗ витӗр пӑхса, телейлӗ ҫул сунни эккеле юнлӑ вӑрҫӑран ыррӑн-сыввӑн таврӑнма нулӑшать.
* * * <<
Тухӑҫалла каякан аслӑ ҫул хӗрринче пысӑках мар ял. Ялпа вӑрман хушшинче, ҫуллӗ сӑрт ҫинче, кутамас юман. Ӑна йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Ку Киремет карти иккенне Ылттӑнпик тӳрех ӑнланчӗ. Тухаҫалла васкамасӑр каякан аслӑ ҫартан пӑрӑнса, Ылттӑнпик утне Киремет карти патнелле ячӗ.
Киремет карти ӑшӗнче — ватӑ карт, мӑчавар пулас. Вӑл чӗркуҫленсе ларнӑ та, тухӑҫалла пӑхса, хыттӑн кӗлӗ сӑмахӗсене калать:
Эй, тӗнче хуҫи аслӑ Танкӑр,
Ман сӑмаха илтмесӗр ан тӑр!..
Пулӑш пире, пӑлхарсене,
Хӑвна чунтан юратакансене,
Тискер монголсене тӗп ту,
Весем юнӗҫенсем пулнине асту.
Пулӑш пирӗн патшана.
Вӑл та пуҫҫапать сана,
Тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкма,
Тӑван ҫӗре вӗсенчен тасатма...
Эй, Пӳлехҫӗ!
Эсӗ те пулӑш пире,
Ҫӗнтерӳ пилле!
Эккелсене ҫӗнтерӳпе
Таврӑнмалла ту киле!
Хаяр-турӑ тата,
Пӑлхарсен ҫарӗпе пул ялан,
Хӑвӑн вӑйлӑ ҫунатусемпе
Вӗсене инкекрен хупла!..
Ут тулхӑрнине илтсе, кӗлтӑвакан мӑчавар хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ те Ылттӑнпике асӑрхарӗ. Хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче темӗскере те, такама та курнӑ ватӑ карт патшана тӳрех палласа илчӗ:
— О-о, аслӑ та чаплӑ патша! — терӗ вӑл ури ҫине тӑрса. Унтан патша патне ҫывӑхарах пырса ӑна пуҫ тайрӗ. — Тӗнче хуҫине аслӑ Танкӑра кӗлтурӑм, пӑлхарсене ҫӗнтерӳ пиллеме ыйтрӑм... Пирӗн ял йӗкӗчӗсем пурте каралланса текӗрт турӗҫ те санпа пӗрле тӑшмана хирӗҫ кӗрешме тухса кайрӗҫ. Мӗнле пек, аслӑ та чаплӑ патша, ҫару ҫителӗклӗ-и? Эккелсем ҫитеҫҫӗ-и сана? Манӑн та хӗҫ тытса санпа пӗрле пымалла мар-и?.. Ватӑ пулсассӑн та аллӑмсем ҫирӗп-ха манӑн!..
— Ҫук-ҫук, хисеплӗ шурсухалӑм, ҫар ҫителӗклӗ. Эккелсем пурте лайӑх кӑралланнӑ, хӑйсем пурте маттур, чӑн-чӑн паттӑрсем. Сан пек ватӑсем килтех пулмалла. Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр. Эпир тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкапӑр та киле ҫӗнтерӳҫӗсем пулса таврӑнӑпӑр.
— Ҫапла пултӑрах, ачам!.. Тӗрӗс калатӑн, ман пек ватӑсен Ҫӳлти Турра кӗлтуни усӑлларах пулӗ. Ҫӗнтерӳ, ҫӗнтерӳ пиллетӗп сана, аслӑ та чаплӑ патша!..
— Сывӑ пул, ватӑ карт! — утне хӑй ҫарӗ еннелле ҫавӑра пуҫларӗ Ылттӑнпик. — Ҫӗнтерӳпе таврӑнатпӑр эпир!.. Кӗтсе ил пире, кӗтсе ил!
Ылттӑнпик учӗ сиккине малалла кайрӗ.
Ватӑ карт вара каллех Киремет карти варрине пырса тӑчӗ те, чӗркуҫленсе ларса, кӗлтума тытӑпчӗ:
Эй, аслӑ Танкӑр,
Эй, пӗтӗм тӗнче хуҫи,
Ҫӗнтерӳ пилле пӑлхарсене,
Хӑвӑн ачусене...
Ылттӑнпик хӑйӗн ҫарне васкамасӑр Шуратӑл еннелле ертсе пычӗ. Маларах кайнӑ куҫ-хӑлхасем пӗлтерсех тӑчӗҫ: малта тӑшмансем ҫук. Ҫапла васкамасӑр кайса, пӑлхарсен ҫарӗ Шуратӑл хӗррине ҫитрӗ.
Ҫавӑн чухне вара куҫ-хӑлхасем монголсен ҫарӗ те тухӑҫран ку еннелле ҫитсе пынине пӗлтерчӗҫ.
— Аякра-и? — тӗпчерӗ Ылттӑнпик.
— Хӑвӑрт килсен Шуратӑл патне икӗ кунта ҫитме пултараҫҫӗ. Васкамасӑр килсен — виҫӗ кунта.
— Нумайӑн-и?
— Ултӑ таман.
— Кам ертсе пырать?
— Батый-хан хӑй. Унпа пӗрле тата Супетей.
— Тарса кайнӑ Парӑҫ-Пӑрӑнтай пур-и?
— Пур. Батый-хан ӑна хӑй патӗнчех тытать, хӑйне пӗччене кӑна ниҫта та ямасть, — ӑнлантарса пачӗҫ аякка кайса ҫӳренӗ куҫ-хӑлхасем.
Мӗн кирлине пӗлнӗ хыҫҫӑн Ылттӑнпик шухаша кайрӗ: мӗн тумалла? Тӑшмана ӑҫта кӗтсе илмелле? Шуратӑл ку енче-и? Е Шуратӑл урлӑ каҫса, унта лайӑх вырӑн йышӑнса кӗтсе илмелле-и?
— Шуратӑл урлӑ каҫмалла! — терӗҫ пӳклеше пуҫтарӑннӑ ҫарпуҫӗсем пӗр саслӑн. — Пирӗн хыҫра пысӑк юханшыв пулать. Хыҫран тапӑнасран хӑрамалли ҫук.
— Чакса каймалла пулсассӑн? — ыйтрӗ канашлӑва килнисенчен пӗри.
— Чакҫа каясси пирки пирӗн шухӑшламалла та мар! — сиксе тӑрса, хӗрӳлленсе калаҫма тытӑнчӗ Пачман. — Эпир чакма мар, эпир тӑшмана ҫапса ҫӗмӗрме ҫак ҫула тухнӑ. Ҫавӑнпа пирӗн нимӗн тӑхтаса та тамасӑрах Шуратӑл леш енне каҫма тытӑнмалла!..
— Тӗрӗс! — Пачман сӑмахӗсене ҫирӗплетрӗ Саврӑш-паттӑр. — Аслӑ. юханшыв леш енне каҫни пирӗн кашни эккеле вӑй-хӑват парать. Вӗсем вара эпир ҫӗнтерессе пӗлсе, ҫакна шанса, шыв урлӑ каҫнине чухлама тытӑнаҫҫӗ.
Ҫарпуҫӗсемпе ҫапла канашланӑ хыҫҫӑн Ылттӑнпик нимӗн тӑхтаса тӑмасӑр пӗтӗм ҫарне Шуратӑл урлӑ каҫма хушрӗ.
Шуратӑл урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн пӑлхарсем кӑштах маларах кайрӗҫ те ҫуллӗ мар сӑртсем хушшине хӑйсен ҫарӗсене тӑратса тухрӗҫ.
— Халӗ ыранччен канатпӑр! — терӗ Ылттӑнпик текӗртсене пурне те лайӑх пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн. — Тӑшман ку тӑрӑха ыран каҫалапа кӑна ҫитет.
Пурте кӑвайтсем чӗртсе йӗпеннӗ тумӗсене типӗтме, апат пӗҫерме хатӗрленчӗҫ. Куҫ-хӑлхасемпе сӗнтӗрсем кӑна, учӗсене утланса, тапӑртан тӗрлӗ еннелле мӗн пурри-ҫуккине тӗрӗслеме тухса кайрӗҫ.